Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енӗн ҫут ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна «Чӑваш чӗкеҫӗ» конкурса 5 пин ытла ача хутшӑнасшӑн. Хутшӑнас килсен ачасен ун ҫинчен кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен пӗлтермелле. Ҫавӑн пекех Тутарстанран 224 ача, Пушкӑртстанран 221 ача хутшӑнасшӑнни пирки пӗлтернӗ.

Хӑй конкурсӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче иртӗ. Конкурса 3-11 класр ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен пӗр сехет те вунпиллӗк минут хушшинче конкурс валли ятарласа хатӗрленӗ 30 ыйту ҫине хуравламалла. Хуравланӑ чухне пилӗк тӗсрен пӗрине ҫеҫ суйламалла.

Кашни хутшӑнакан сертификат илӗ, хӑйсене чи лайӑх кӑтартнӑскерсем — парнесене тивӗҫӗҫ.

 

Конкурса Чӑваш патшалӑх университечӗ, «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхпа ҫутлӑх ӗҫӗнче» обществӑллӑ организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ, Чӑваш Енӗн ҫут ӗҫ Министерстви ирттереҫҫӗ.

 

Сӑмах май каласан, 2006 ҫулта ку конкурса Чӑваш Енрен 8674 ача, Тутарстанран — 221, Пушкӑртстанран — 494, Чӗмпӗр облаҫӗнчен 80 ача хутшӑннӑ.

Малалла...

 

2007 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Википедин чӑваш уйрӑмӗнче статьясен шучӗпе 5 пине ҫитрӗ. Халӗ Чӑваш Википедийӗ 250 чӗлхе уйрӑмӗсен хушшинче 77-мӗш вырӑн йышӑнать. Ҫавна каласа хӑвармалла, нумай пулмасть Вырӑс уйрӑмӗ 125 000 статья шутне иртсе кайрӗ.

 

Википеди — ирӗклӗ энциклопеди. Паянхи куна Википедире 250 патнелле чӗлхе уйрӑмӗ пур! Википедири статьясене пурте улӑштарма, анлӑлатма, сӳтсе явса тӳрлетме, вулама, ҫӗннисене кӗртме пултараҫҫӗ.

 

2004 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхеллӗ уйрӑм уҫӑлнӑ. Вӑл унтанпа пурӗ тӑватӑ пин ытла статьяпа тулнӑ! Унта эсир халӗ Чӑваш Республикӑн паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗсемпе, ялсен историйӗпе, тата ытти тӗрлӗ информаципе паллашма пултаратӑр.

 

Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем, чӑваш халӑхӗн культуришӗн ҫунакансем, нумай пӗлме тӑрӑшакансем — сире пурне те Википедине хутшанма сӗнетпӗр! Статьясем ҫырӑр, пурисене анлӑлатса тултарӑр!

 

Страницӑсем: 1 ... 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, [166]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 02

1902
123
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
107
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
64
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
25
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын